Татмышцы на субботнике у родника «Атӑк ҫӑлӗ»,2026г.
Элӗк тӑрӑхӗнчи Анат Татмӑш ялӗнче пурӑнакансем йӑлана кӗнӗ тӑрӑх юр кайса пӗтсен Атӑк ҫӑлӗн таврашне тирпей-илем кӳме пуҫтарӑнчӗҫ. Ял халӑхӗ яланхи пекех кар тӑрса ӗҫе кӳлӗнчӗ. Палӑртнӑ вӑхӑта ку тӑрӑхра пурӑнакансемпе хӑнасем алла кӗреҫе-кӗрепле тытса ҫӑлкуҫ таврашне пуҫтарӑнчӗҫ. Тирпей-илем кӗртес ӗҫе ҫитӗннисем те, ачасем те, ҫемйипех хутшӑнакансем те пулчӗҫ. Пӗрисем хӑрнӑ йывӑҫ-турата касрӗҫ, теприсем кӗреплесе тасатрӗҫ, виҫҫӗмӗшсем йывӑҫ-тӗм валли урапасене шуратрӗҫ. Ӗҫ пурин валли те тупӑнчӗ. Кӑҫал республикӑри виҫӗ округри Татмӑш ялӗсем пӗрле пуҫтарӑнса туслӑх проекчӗ пуҫарнӑ. Ҫакна ҫирӗплетсе экологи акцине Канаш тӑрӑхӗнчи Вӑтакас Татмӑш ялӗн хастарӗсем те килсе ҫитнӗ. Малашне те пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнассине ҫирӗплетсе кедр тӗммисем лартса туслӑх аллейине йӗркелерӗҫ. Ҫавӑн пекех Ҫветтуй Николай ячӗпе ҫӗкленӗ часовня ҫумӗнчи лаптӑка та туйӑсем лартса хӑтлӑлатрӗҫ. Экологи акцине Владимир Потанинӑн ыр кӑмӑллӑх фончӗ тата Чӑваш Республикинчи корпоративлӑ волонтерствӑн наци канашӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Палӑртса хӑвармалла, фонд тӑрӑшнипе чатӑр, ноутбук тата фотоаппарат туяннӑ. Малашне пӗве урлӑ кӗпер хывма палӑртаҫҫӗ. Субботнике пуҫтарӑннисене вырӑнти тата Шупашкар хулинчен килсе ҫитнӗ артистсем юрӑ-ташӑпа хавхлантарчӗҫ. Ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн пурне те техӗмлӗ апатпа сӑйларӗҫ, сӑмавартан чей ӗҫтерчӗҫ. Ҫак кун татмӑшсем тӑван тӑрӑха юратнине туслӑ ӗҫпе ҫирӗплетрӗҫ. Оксана Верликова, Александр Семенов