Амăш капиталĕпе тӳлеççĕ
Амăш капиталĕпе тӳлеççĕ
Раççейре амăш капиталĕпе усă курмалли майсене анлăлатнă. Çак укçапа малашне уйрăм предпринимательсем уçнă шкулсемпе ача сачĕсене çӳренĕшĕн те тӳлеме пулать. Çĕнĕлĕх çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнчен вăя кĕрет. АНАСТАСИЯ ЕГОРОВА: «Предпринимателĕн Раççей Федерацийĕн территорийĕнче вĕрентме ирĕк паракан лицензи пур пулсан амăш капиталне тăкаклама ирĕк пур. Çакна мĕнле ăнланмалла-ха. Вĕрентĕве йĕркеленĕ чухне усламçăн хăйĕн преподаватель пек ĕçлемелле мар. Унăн специалистсене штата илмелле. Çапла пулсан çеç капиталпа усă курма пулать».