Ĕçе çăмăллатнă
Çутă е газ кĕртнĕ чухне инженер тытăмне кĕмелли пирки ыйтса çырнине малашне патшалăх пулăшăвĕ паракан портал урлă тума пулать. Çакăнпа тĕплĕнрех «Гарант» компани паллаштарать. Пурăнмалли çурт е промышленнăй объект çĕкленĕ чухне малтан инженери тытăмне çыхăнтарасси пирки заявка çырмашкăн ку енпе тимлекен пĕрлешĕве кайса кирлĕ хутсем çырмалла е вĕсен сайчĕ çинче палăртмалла пулнă. Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнчен вара çакна патшалăх пулăшăвне кӳрекен порталта уйрăм кабинетра тума пулать. Çакăн пирки Раççей Федерацийĕн Правительствин председателĕ Михаил Мишустин йышăну кăларчĕ. АНАСТАСИЯ ЕГОРОВА: «Çак йышăну пурăнмалли е дача çурчĕ çĕклекен уйрăм çынсене те, ку енпе тимлекен строительство пĕрлешĕвĕсене те пырса тивет. Малашне çынсемпе застройщиксем электричество, ăшă, шыв кĕртессипе патшалăх пулăшăвне паракан порталта уйрăм кабинетра заявка тăратма пултараççĕ».