Çĕнĕ шкулсем çĕклесшĕн
Тĕп хуламăр пысăкланса та ӳссе пырать, çĕнĕ микрорайонсем çĕкленеççĕ. Ытларах кунта çамрăк çемьесем йăва çавăраççĕ. Çавна май ачасене шкула ярас ыйту мала тухать. Çĕнĕ шкулсем çĕклесси хăш-пĕр микрорайонсенче çивĕч тăрать. Пĕлӳ çурчĕсем хăпартма федераци шайĕнче те нухрат уйăраççĕ. Çак ĕçе банксене те явăçтараççĕ. Ятарлă программăна хутшăнса малашне Шупашкарта вĕренӳ çÿрчĕсем çĕклесшĕн.